Паян Чӑваш ял хҫалӑх академийӗнче вӗлле хурчӗ тытассипе конференци ӗҫленӗ. Унта Чӑваш Енри хурт-хӑмӑрҫӑсемпе пӗрлех Мари Элти ӑстасем те пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе Мускаври специалистсем тӗлпулнӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗн виҫҫӗмӗш хутӗнчи хола вӗлле хурчӗ ӗрчетессин ҫӗнӗлле мелӗсемпе паллаштаракан лапама ҫавӑрнӑ. Унта хурт-хӑмӑрҫӑсем пӗр-пӗрин опычӗпе кӑмӑлтан паллашнӑ.
Конференцин пленарлӑ пайне ветеринари медицинипе зоотехни факультечӗн деканӗ Геральд Тобоев уҫнӑ хыҫҫӑн «Мировое пчеловодство» информаципе аналитика порталӗн тӗп редакторӗ Александр Пономарев тухса калаҫнӑ. Хурт-хӑмӑр ӗрчетессин ӑсталӑхне ҫав ҫын Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене кайсах паллашнӑ.
Конференци вӑхӑтӗнче «Лучший мед – 2016» (чӑв. Чи лайӑх пыл—2016) республикӑри иккӗмӗш конкурс ирттернӗ тата пыл ас тивтернӗ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ вуннӑмӗш тата вунпӗрмӗш класра вӗренекен ачасене биологи предметне тӳлевсӗрех ӑша хывтарать. Курс пирки вӗренӳ учрежденийӗ хӑйӗн сайтӗнче иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗ-ха. Ҫапах та илтмесӗр юлнисем пулма пултараҫҫӗ.
Биологи курсӗн программине ботаникӑпа, зоологипе, ҫын анатомийӗпе тата физиологийӗпе задачӑсемпе ыйтусене тишкерессине, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗн варианчӗсене вӗрентессине кӗртнӗ.
Унсӑр пуҫне биологин хальхи вӑхӑтри направленийӗпе ҫыхӑннӑ темӑсемпе ӑслӑлӑхпа популярлӑ лекцисем иртмелле, академин лабораторийӗпе паллаштармалла, ӑслӑлӑх ӗҫӗ те планра пур.
Занятие биотехнологипе агрномин опытлӑ преподавателӗсем ирттереҫҫӗ. Ачасемпе вӗсем вӗренӳ ҫулӗн тӑршшӗпех, шӑмат кунсерен тата вырсарни кунсерен, тӗл пулӗҫ. Заняти Шупашкарти К. Маркс урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ академин тӗп корпусӗнче 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 13 сехет те 50 минутчен пырать.
Ыйтса пӗлмелли тупӑнсан 89061355600 номерпе шӑнкӑравлама юрассине каланӑ. Курса лекес тесен малтан ҫырӑнни кирлӗ.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен студентка кире пуканӗ йӑтассипе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анастасия Александрова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗпе тӗнчери чемпионата тата тӗнче первенствине хутшӑннӑ. Асӑннӑ аслӑ шкултан ушкӑнра ҫавӑн пекех Алексей Иванов тата Александр Павлов пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗ таран пыракан чемпионат Казахстанри Актобе хулинче иртет.
Ял хуҫалӑх академийӗнчи экономика факультетӗнче вӗренекен Анастасия Александрова 68 килограмчченхи юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ. 24 килограмм таякан пукана хӗр 134 хутчен ҫӗкленӗ. Студенткӑна ку ӑсталӑха Борис Глинкин тренер хӑнӑхтарать.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем ют ҫӗршыва кайма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем Германири Бадег-Вюртемберг ҫӗрӗ ҫинче опыт пухӗҫ.
Студентсене фермерсен ҫемйине вырнаҫтарӗҫ. Ҫамрӑксем вӗсен хуҫалӑхӗнче ӗҫлӗҫ, опыт пухӗҫ.
Студентсене Германие «АграрКонтактеИнтернациональ» программа элчи илсе кайӗ. Вӑл Шупашкара юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килнӗ. Ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем нимӗҫсем патӗнче 8 уйӑх пурӑнӗҫ. Ӗҫленисӗр пуҫне вӗсем семинарсене, тӗлпулусене, экскурсисене хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Шӑпах 85 ҫул каялла Чӑваш автономийӗ ял хуҫалӑх институчӗ уҫӑлнӑ наци республикисенчен пӗри пулса тӑнӑ.
Ҫӗнӗ аслӑ шкулта малтанах 106 ҫын вӗреннӗ. Ун чухне икӗ уйрӑм ӗҫленӗ. 1934 ҫулта вара зоотехнологи тата агрономи факультечӗсем йӗркеленнӗ.
Майӗпен институт аталанса пынӑ, ятарлӑ лабораторисем уҫӑлнӑ. Вӑл пурнӑҫпа тан утнӑ. Унтан инженерсем, ветеринари тухтӑрӗсем, экономистсем вӗренсе тухнӑ.
Халӗ вӑл вӗренӳ инноваци комплексӗ шутланать. Унта пысӑк квалификациллӗ специалистсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта академирен 30 пин ытла специалист вӗренсе тухнӑ. Паян унта 3 пин студент вӗренет.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче Раҫҫейри ӑсчахсем механикӑпа энергетика ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Ӑслӑлӑх конференцине академи 85 ҫул тултарнине тата Александр Акимов профессор 70 ҫула ҫитнине халалланӑ.
Конференцире 100 ытла доклад вуланӑ. 25 регионти аслӑ шкулсен ӗҫченӗсем, предприяти тата организаци ертӳҫисем хӑйсен ӗҫӗсемпе, опычӗпе паллаштарнӑ. Хӑшӗ-пӗри килеймен. Анчах вӗсем конференци ӗҫӗ-хӗлне куҫӑн мар майпа хутшӑннӑ.
Аслӑ шкулсен хушшинче иртнӗ конференци ҫамрӑк специалистсемшӗн питӗ усӑллӑ. Хӑнасем академи ӗҫченӗсемпе студенчӗсене юбилейпа саламланӑ. Уйрӑмах Александр Акимова палӑртнӑ. Вӑл республикӑри аслӑ шкулсен реформаторӗсенчен пӗри шутланать.
Пӗр секцие Крылов ячӗллӗ карап строительствин НТО элчисем те хутшӑннӑ. Александр Акимов вӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать.
Чӑваш Енри аслӑ вӗренӳ шкулӗсенче йышӑну кампанийӗ вӗҫленнӗ. Тӳрех палӑртмалла: кӑҫал республикӑра аслӑ шкулсен шучӗ чакнӑ. Пӗлтӗр 15 заведени пулнӑ, кӑҫал — 12 ҫеҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ, Раҫҫей патшалӑх вӑй-хал культурин, спорт, ҫамрӑксен тата туризм университечӗ, Питӗрти патшалӑх экономика университечӗ хӑйсен алӑкне уҫман.
Ҫав вӑхӑтрах аслӑ шкулсенче тӳлевсӗр майпа вӗренмелли вырӑнсен хисепӗ ӳснӗ. Кӑҫал вӑл 3486-па танлашнӑ, пӗлтӗр вара 3214 пулнӑ. Тӳлевсӗр майпа вӗренме кӗрес тесе 15,4 абитуриент ыйту ҫырнӑ. Ҫапла майпа 1 вырӑна 7,3 ҫын лекнӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра тӳлевсӗр вӗренес текенсем нумайрах. Унта пӗр вырӑна 11 ҫын лекнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вара пӗр тӳлевсӗр вырӑншӑн 8,3 ҫын кӗрешнӗ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче пӗр вырӑна 3,8 ҫын лекнӗ.
Кӑҫал техника специальноҫӗсене суйлакан ытларах пулине те палӑртса хӑвармалла.
Ку хыпара паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн академикӗн, ял хуҫалӑх наукисен докторӗн, К.А. Тимирязев ячӗллӗ Раҫҫейӗн патшалӑх аграри университечӗн профессорӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Леонид Ленский пирки. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн мемуарӗсем ҫинчен. Унтан та тӗплӗнрех палӑртсан, ҫавсене хӑтлани пирки.
1937 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Аслӑ Тивӗшре 1937 ҫулта ҫуралнӑ Леонид Ленский ӗҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче хӑтланӑ. "Цивильский самородок" кӗнекене ашшӗн мемуарӗсене пухса ывӑлӗ Игорь Ленский кун ҫути кӑтартнӑ. Хӑтлава та вӑлах йӗркеленӗ. Игорь Леонидович — Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, "Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем" акционерсен обществин "Гудок" хаҫат редакторӗ тата тишкерӳҫи.
Леонид Александрович академик Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче 1959—1961 ҫулсенче ӗҫленӗ. Мал ӗмӗтлӗскер хрантсус чӗлхине 6 уйӑхра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ. Ют чӗлхене вӑл чикӗ леш енче лекцисем вулама май килтӗр ӗмӗтпе шӗкӗлченӗ. Икӗ ҫулта асӑлӑ шкулти хими курсне алла илнӗ. Кӗҫех вӑл физикӑпа тата химипе никӗс ӗҫсен авторӗ пулса тӑрать.
РФ Вӗренӳ министерстви аслӑ шкулсен мониторингне ирттернӗ. Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул тата пирӗн республикӑри ултӑ филиал тухӑҫлӑ ӗҫлени палӑрнӑ.
Лайӑх ӗҫлекеннисен йышне Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗ, Технологи тата управлени академийӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн Улатӑрти филиалӗ, Гуманитари тата социаллӑ пӗлӳсен институчӗн Канашри филиалӗ, Шупашкарти коопераци институчӗ, Шупашкарти политехника институчӗ, МГЭИн Чӑвашри филиалӗ тата РАНХиГСн Шупашкарти филиалӗ кӗнӗ.
Аслӑ шкулсен тухӑҫлӑхне ППЭн вӑтам балне шута илсе палӑртнӑ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсене, ют ҫӗршывран килнӗ студентсен йышне те шута илнӗ. Выпускниксем ӑҫта ӗҫе вырнаҫни те пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.
Пилӗк аслӑ шкул тӗлӗшпе даннӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче – И.Н.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Мускаври патшалӑх управленийӗн тата правӑн институчӗн филиалӗ, МАДИн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи филиалӗ.
Чӑваш Енре пирӗн республикӑмӑрӑн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ, унтан Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшнӑ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Пухӑвӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.
Тӑван тӑрӑхне килнӗ май Н. Федоров сенатор Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине ҫитнӗ. Унти тӗлпулура ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗнчи техника паркне ҫӗнетнинчен тытӑнса хуласен историлле пайне сыхласа хӑварасси таранах асӑнса хӑварнӑ. РФ Федераци Канашӗн вице-спикерӗ вӗренӳри ҫивӗч ыйтусем пирки те сӑмах пуҫарнӑ.
Ял хуҫалӑх академийӗнчи тӗлпулӑва Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов та хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |